«Хусанкай вулавĕсем – 2021» фестиваль çĕнтерӱçи

2020 çулхи раштавăн 14-мĕшĕнчен пуçласа 2021 çулхи кăрлач 18-мĕшĕсенче Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕ йĕркеленипе Чăваш халăх поэчĕн П.П. Хусанкайăн ятне халăх асĕнче упраса хăварас,  ăна халалласа вĕренекенсен пултарулăхĕн «Хусанкай вулавĕсем – 2021» регион фестивалĕ иртрĕ. Фестивале Чăваш, Тутар, Пушкăрт Республикисенчен тата Самар, Ульяновск облаçĕсенчен пĕтĕмпе 235 ача хутшăнчĕ. Вĕсем П. Хусанкайăн  сăввисене чăвашла, тутарла, вырăсла вуласа ÿкернĕ видеороликсем хатĕрлесе хăйсен пултарулăхне кăтартрĕç. Хĕрÿ тупăшура 82 вĕренекен çĕнтерÿçĕсемпе призёрсем пулса тăчĕç.

Çĕнтерÿçĕсен йышне Тăвайри пĕрремĕш ача сатне çÿрекен Петрова Елизавета та кĕме пултарчĕ. Лиза поэтăн «Эпир пулнă, пур, пулатпăр!» сăввине хитре, илемлĕ, янравлă вулама пултарчĕ.

Пултаруллă пĕчĕк хĕрачана пысăк çитĕнÿпе саламлатпăр, малашне те маттур пулма сунатпăр!